Text view
Пирĕн чаплă сад пулать
Author | Александр Кăлкан |
---|---|
Language | Chuvash |
Origin | Russia |
Совхозри питомникран Грузовик тулли паян Илсе килнĕç тиесе Улмуççисем, чиесем, Хурлăхан, хăмла çырли — Пĕтĕмпех пур мĕн кирли. Сад лартмашкăн хатĕр пул Йăт витре, тыт кĕреçе! Сад эрни халь: пĕтĕм шкул Хĕрсе тытăнчĕ ĕçе. Халь эпир те пĕчек мар — Куçнă иккĕмĕш класа, — Виççĕмĕшпе юнашар. Эх, ĕçлетпĕр тăрăшса! Ӳссе ларĕ шкул тавра Ытарма çук чаплă сад. Тутлă çимĕçне вара Пурте çийĕç юратса.